Пурнăçа [ĕçе] кĕрт проводить / провести в жизнь что, претворять [воплощать] / претварить [воплотить] в жизнь что, осуществлять / осуществить на деле [в действительности] что, приводить / привести в исполнение что, реализовать что.
Ваççа ку каç çĕрĕпех çывăраймарĕ. Хăйне шанса панă операцие епле пурнăçа кĕртесси çинчен шухăшласа выртрĕ. А. Александров. Боеца приказ панă пулсан — ăна хăвăрт пурнăçа кĕртес пулать. Л. Агаков. Орлов кирлĕ çĕре вĕçсе çитĕ, Ĕçе кĕртĕ çапах приказа. А. Ĕçхĕл. Çак залра Совет законĕсене ĕçе кĕртсе пынă, историлле ларусем пулса иртнĕ. Чăваш календарĕ.
См. также:
пурлак кимми пурлан Пурлей пурмис « Пурнăçа кĕрт » пурнăçлăх пурнăçла пурнăçлав пурнăçлан пурнăçлаттар